Херусксем

Херусксем (лат. Cherusci) — герман йăхĕ, Везерăн вăта юхăмĕнче, унăн юпписем хĕрринче тата Гарц патĕнче пурăннă. Вĕсен чиккисем Эльба патнех çитнĕ.

Пирĕн эрăн юлашки ĕмĕрсенче Рейнпа Эльба хушшинче герман йăхĕсен ушкăнĕсем йĕркелене пуçланă:

Пирĕн эрăн I-II ĕмĕрсенче герман йăхĕсем пĕрлешме пуçланă, вăл пĕрлешӳсенчен каярахпа герцоглăхсем йĕркеленнĕ. XI ĕмĕр çитнĕ тĕле вĕсем Франксен патшалăхне кĕнĕ.

Пирĕн эрăчченхи 9 çулта херусксем пăлханма тытăннă — вĕсене римлянсем хуçаланни, çара илсе кайни, куланай тӳлемелли килĕшми пулнă. Арминий ертсе пынипе вĕсем Тевтобург варманĕнче (Вестфали) римлянсене çапса çĕмернĕ. Римлянсен виçĕ легионне тата вĕсен Квинтилий Вар çарпуçне пĕтернĕ. Темиçе çул иртсен кăна римлянсем вĕсене çапса аркатма вăй çитернĕ. Арминий 19-мĕш çулчченех Рим па кĕрешнĕ. Кайран вара ăна тăванĕсем вĕлернĕ.

Пĕр-пĕринпе кĕвĕçни, юнашар пурăнакан йăхсемпе çапăçни херусксен вăйне самай хавшатнă. 21-мĕш çул хыççăн вĕсен çĕресем хаттсене пăхăнма пуçланă.

330 çул патнелле вĕсен йăхĕ сакссен пĕрлешĕвне кĕнĕ.