Шукăль — Самар облаçĕн хули, Атăлçи Пăлхарăн авалхи хули.
Хула Атăлăн вăтам юхăмĕн сылтăм çыранĕнче, «Самар Луки» наци паркĕн Шукăль тăвĕн айлăмĕсенче вырнаçнă.
Халăх йышĕ — 55,5 пин çын (2005).
Тольяттипе тата Самар облаçĕн Ставрополь районĕпе юнашар.
Хула Атăлан сылтăм çыранĕнче, çӳллĕ сăртсем çинче капланса ларнă пулнă. Çав Шукăль тăвĕсем хулана ташманран сыхланă. Халĕ вĕсене Шукăль тăвĕсем теççĕ. 800 çул каялла питĕ çӳллĕ, чуллă та хысаклă пулнă.
1236 çулта Атăлçи Пăлхарăн шĕкĕр хулине — Пӳлере — тутар-монголсем çĕмĕрсе тăксассăн Пачманпа Ылттăнчеч Шукăльре çирĕпленсе лараççĕ. Вĕсем кунта пĕр çулталăка яхăн тăшманпа кĕрешеççĕ. 1237 çул вĕçĕнче урса кайнă тăшмансем Шукăль хулине çунтарса яраççĕ.
Хула ретне 1952 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн хушăвĕпе Жигулёвск ĕçтĕш паçулкинчен туса хураççĕ.
2006 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне муниципаллă йĕркеленӳ — Шукăль хула тăрăхне — туса хунă. Хула тăрăхĕ шутне — Бахилова Поляна, Зольное, Солнечная Поляна, Богатырь тата Ширяево — ялсем кĕнĕ. Çак ялсем 25 км тăршшĕ Атăлăн сылтăм çыранĕ хĕрринче Самар лукин çав тери хӳхĕм вырăнĕнче лараççĕ.
Шукăльтен Атăлăн сылтăм çыранĕнче, 5 çм турирех, хулана кĕрекен Панулми Çырми микрорайон (малтан — хула евĕр паçулкă) вырнаçнă.
Шукăль тĕлĕнче XVII ĕмĕртенпе Моркваши тата Отважное ялсем пулнă. 1942 çулта Панулми Çырми патĕнче Девон тапхăрĕн нефтьне тупнă. Нефте Самар лукин урăх вырăнĕсенче те тупнă. 1950-мĕш çулсен пуçламăшĕнче хула районĕнче ĕçĕ кĕртнĕ самантра тĕнчере чи пысăк шутланнă В. И. Ленин ячĕллĕ Атăл ГЭС-не (халĕ Шукăль ГЭСĕ) 1957 çулта туса лартнă. 1950—1960 çç. Панулми Çырми ялĕнче пысăк цемент савутне хута янă.
Авалхи чăваш хулисем | ||
---|---|---|
Алапӳ • Арча • Аслă Пăлхар • Варачан • Кан (Кам) • Кĕрнек • Меантăр • Мерчен • Нухрат • Пăлхар • Пеленçер (Пăлхар) • Пукур (Пăлхар) • Пӳлер • Саркел • Сăвар • Сăкăт • Сементер • Çăкату • Сĕнтĕр (Чалăм) • Тамантурхан • Тупăлхату • Чаллă • Чăваш-хула • Шукăль • Хăнакур • Хумара • Элшел (Чалăм) • Эсмел
|
Самар облаçĕ | |||
---|---|---|---|
Тĕп хула : Самар Муниципаллă-территориллĕ пайланăвĕ:
Районсем : Алексеевка районĕ | Пиçенчĕк районĕ | Пăхат районĕ | Мăн Чăтлăх районĕ | Мăн Чернигов районĕ | Пайрак районĕ | Атăл районĕ | Йăлхав районĕ | Исаклă районĕ | Хăмăш районĕ | Кинель Черкас районĕ | Кинель районĕ | Клевлĕ районĕ | Кушкă районĕ | Красноармейское районĕ | Хĕрлĕ Яр районĕ | Нефтегорск районĕ | Пестравка районĕ | Атăлçум районĕ | Серкĕски районĕ | Ставропăль районĕ | Сызрань районĕ | Хворостянка районĕ | Шăнтал районĕ | Чаллăпуç районĕ | Похвиçнĕ районĕ | Шикун районĕ | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |