Ытар — этем хăйĕн ăшĕнче спонтанлă майпа е юри халиччен унăн опытĕнче пулман е пулма та пултарайман сăнарсем, курăмсем, идейăсем ытти объектсем калăплама пултарни[1].
Ытти хăшпĕр тĕрĕк чĕлхисенче çакна «хăял» теççĕ. Ку сăмах Ашмарин сăмахсарĕнче те пур, анчах вăл сăмахăн пĕлтерĕшĕ унта урăхла[2].