Иван Яковлев | |
Якку Йăванĕ | |
![]() | |
Çуралнă чухнехи ят | Иван Яковлевич Яковлев |
---|---|
Чӑн ят | Иван Яковлевич Яковлев |
Çуралнă вăхăт | 1848 çулхи акан 25-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | Кăнна Кушки ялĕ, Пăва уесĕ Чĕмпĕр кĕпĕрни (халĕ Тутарстанăн Теччĕ районĕ) |
Вилнĕ вăхăт | 1930 çулхи юпан 23-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн | Мускав, РСФСР, ССРП |
Гражданлăх |
![]() |
Пăхăнулăх |
|
Альма-матер | |
Арăмӗ | Екатерина Алексеевна Бобровникова |
Ачисем | Алексей, Николай, Лидия |
Чыславсемпе парнесем |
2 ст. Тс. Станислав орденĕ; 2 ст. Сăв. Анна орденĕ; 4 ст. Сăв. Улатимĕр орденĕ; Патшалăхăн чăн канашçи |
![]() | |
![]() |
Яковлев Иван Яковлевич (25.4.1848, Кăнна Кушки ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей империйĕ — 23.10.1930, Мускав, РСФСР, ССРП) — çутлăхçă, православи миссионерĕ, педагог, халăх шкулĕсене йĕркелекенĕ, Хусан вĕренӳ тăрăхĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ (1875-1903), Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕн ертӳçи (1868-1919), çĕнĕ (хальхи) чăваш çырулăхне тăваканĕ (1870-мĕш çулсем), чăвашсем валли чăваш/вырăс вĕренӳ кĕнекисене хатĕрлекенĕ, çыравçă, куҫаруҫӑ, фольклорист. Чăн патшалăх канашçи (1904).
1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче хальхи Тутар Республикине кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕр гимназийĕнче, Хусан университетĕнче вĕреннĕ, чăваш шкулĕсен инспекторĕнче, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн ертӳçинче ĕçленĕ. Н.И. Ильминский вĕренекенĕ. 1930 çулта вилнĕ, Мускаври Ваганьково масарĕнче пытарнă.
Тс. Станислав орденĕ 3 ст. 26.12.1878 г.
Тс. Станислав орденĕ 2 ст. 27.12.1887 г.
Тс. Анна орденĕ 3 ст. 15.05.1889 г.
Тс. Анна орденĕ 2 ст. 26.12.1892 г.
Ориенталист тĕпчевçĕ Н. И. Ильминскипе Хусан университетĕнче паллашнă хыççăн И. Я. Яковлевăн чăваш азбукине туса чăвашсем валли букваре пичетлесе тăван чĕлхе туртăмĕпе чăвашсене ăслăхпа литература патне çул уçас ĕмĕт татах çирĕпленнĕ. Чăваш чĕлхин фонетикине тĕпчесе пĕрремĕш 47 сасă паллиллĕ чăваш азбукине йĕркеленĕ. Анчах та 47 сасă паллине асра тытма йывăр пулнипе И. Я. Яковлев тепĕр азбукăна пăхса тухса, 1873 çулта 25-шне кăна хăварать.
Чи малтанах И. Я. Яковлев Евангелие чăвашла куçарма тытăнать, çак ĕçе вăл 1911 çул тĕлне кăна вĕçлет. Библие куçарассипе вăл 1922 çулчен тăрăшать, вара И. Я. Яковлевăн пичетрен тухман материалĕсене Британ библи пĕрлешĕвне панă. Тĕн литературисĕр пуçне вăл «Сказки и предания чуваш» пухăмне тата иккĕ томлă «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» хатĕрлесе пичетленĕ, вырăс классикĕсен ĕçĕсене: Пушкинăн «Полтавине», Лермонтовăн «Песни про купца Калашникова» поэмине, Толстойăн калавĕсене тата ур. чăвашла куçарнă.
Хăйĕн пурнăçĕ тăршшипе Яковлев чăвашла 100 ытла кĕнекепе брошюрăна çутта кăларнă.
«Çемьере эпĕ арăмра та, хамăн ачасемнче те ăраскал тупрăм»
1870 ç., Хусан университетĕнче пĕлу пухнă чухнех, Иван Яковлевич Н. И. Ильминскипе тата унăн çемьипе паллашать, унта усрав хĕр Екатерина Алексеевна Бобровникова (1861 ç. юпан 2-мĕшĕнче çур.) ӳснĕ пулнă. Çичĕ çул иртсен 16 çулхи Екатерина, хусанти хĕрарăм гимназинче вĕренсе тухнăскер, чăваш шкулĕсен 29 çулхи инспекторне Иван Яковлева качча тухать.
Екатерина Алексеевна килте кăна мар вăй хунă. 1878 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хĕрарăм уйрăмĕ уçăлнă, каярахпа вăл унти ĕçсене ертсе пынă, хăйĕн упăшкипе пĕрле вĕрентӳçĕ ĕç вырăнĕнче тăрăшнă.
1878 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Яковлевсен çемьинче пĕрремĕш пепке çуралать, ăна Алексей аслашшĕ ятне параççĕ. Каярах Натали, Лиди, Николай тата Александр çут тĕнчене килеççĕ. Вĕсем шутĕнчен Наташăпа Саша ача чухнех вилнĕ.
Ăрăва тăсакан тивĕçлĕ çынсем — О. А. Яковлева мăнукĕ, истори ăслăхĕсен кандидачĕ, И. А. Яковлев мăнукĕ физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ. Икĕ хĕр мăнукĕ: Е. А. Некрасова — ӳнер тишкерӳ тухтăрĕ, А. А. Некрасова — Театр ӳнерĕн патшалăх институчĕн профессорĕ. И. Я. Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕсем хушшинче те паллă ятлисем пур. А. Б. Покровская — Раççей Федерацин халăх артисчĕ, А. Б. Покровский — Мускав консерваторин концертмейстерĕ, В. В. Павлов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Е. В. Павлова — ӳнер тишкерĕвĕн кандидачĕ, Франсуаза Варе — медицина профессорĕ (Франци), М. О. Ефремов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Л. Д. Некрасова — мускав ен тишкерӳçи, ӳнер тишкерӳçи. Ку чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕн ăрăвĕн улттăмĕш сыпăкĕ.
Тĕп статья: И.Я.Яковлев харкамлăхĕ пирки пыракан тавлашусем.
И. Я. Яковлевăн еткерлĕхне упрама Шупашкарта И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ çумĕнче И. Я. Яковлев институтне йĕркеленĕ.
Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университечĕ И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăрать. Шупашкарта Чăваш патшалăх университетĕнче çутлăхçă эткерне тĕпчекен лаборатори ĕçлет, ятарлă музей пур. И.Я. Яковлев палăкĕ Шупашкарта Чăваш Республикин Наци библиотеки умĕнче вырнаçнă. Кунсăр пуçне И.Я. Яковлев музейĕ тăван ялĕнче те, Чĕмпĕрте те пур.
Музейсем:
Палăксем: