Андреа | |
![]() | |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Тулли ят | Теодора Руменова Андреева |
Çуралнă вăхăт | 1987 çулхи Кăрлач, 23-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | Софи, Тăнайçи Пăлхарĕ |
Патшалăх |
![]() |
Жанрсем | Поп-фолк |
Официаллă сайт |
Андреа (чăн ячĕ — Теодора Руменова Андреева; Кăрлач, 23, 1987, Софи, Тăнайçи Пăлхарĕ) — полхар поп-фолк юрăçи[1].
Теодора София хулинче çуралса ӳснĕ. Ирхи ачалăхрах тĕрлĕ ӳнерсемпе (мусăк, сăрлавӳнер, балет) паллашнă. Вĕсен килйышĕ мусăк пултарулăхĕпе тарăн çыхăнура[2]. Унăн несĕлĕсенчен пĕри Тодорка Ахтарова "Иван Вазов" наци телевиденийĕнче унччен ташăçă тата режиссёр ассистенчĕ пулнă[2]. Иккĕмĕш сыпăкри пĕртăванĕ — Борис Карадимчев. Унăн виççĕмĕш сыпăкри несĕлĕсем: пĕри сĕрмекупăспа каланă тата тепри (Михаил Ахтаров) "Кавал" хорăн дирижёрĕ; виççĕмĕшĕ — "Ренессанс" театрта солистка пулнă, Иван Вазова та хăйĕн пултарулахĕпе витернĕ. Андреа пĕчĕкренпех юрлать.
![]() |
Ку юрăç пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |