Бенуа Александр Николаевич | |
![]() К.A.Сомов, А.Н.Бенуа сăнарĕ 1895 | |
Çуралнă вăхăт: | Ака, 21, (Çу, 3), 1870 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Сăваплă-Петĕрхули |
Вилнĕ вăхăт: | 09 нарăс 1960 |
Вилнĕ вырăн: | Париж |
Жанр: | Тĕрлĕ енлĕ сăнар ĕçĕ |
Вĕренӳ: | A. Н.Бенуа |
Стиль: | модернизм |
![]() |
Александр Николаевич Бенуа (1870 çулхи акан 21-мĕшĕ çу уйăхĕн 3 -мĕшĕ), Сăваплă-Петĕрхули - 1960 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕ, Париж) — вырăс ӳкерçи, илемлĕх теорипе истори тишкĕрӳçи, « Илемлĕх тĕнчи» пултарулăх ушкăнĕн тĕп никĕслекен тата ертсе пыракан. Паллă архитекторов Бенуа кил-йышĕнчен: Н. Л. Бенуан ывăлĕ, Л. Н. Бенуапа и А. Н. Бенуан шăллĕ, Ю. Ю. Бенуан икĕ юрдлă шăллĕ, Зинаида Серебрякова ÿнерçĕн куккăшĕ.
Александр Бенуа 1870-мĕш çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче (3 çу) Сăваплă-Петĕрхулинче, Николай Леонтьевичй Бенуа архитекторпа Камилла Альбертовна Бенуа (архитектор А.К.Кавосăн хĕрĕ) кил-йышĕнче çуралнă.
Вĕсен илемлĕхе ăнланакан, пултарулăх туйăмне ăруран ăруна упраса пыракан çемье пулнă.
Бенуа Сăваплă-Петĕрхулири çÿллĕ шайра хисепленекен 2- мĕш гимназинчен вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт хушă Илемлĕх академинче вĕреннĕ, унсăр пуçне харпăр тĕллĕн те, Илемлĕх академинче шывра ирĕлекен сăрăпа ÿнерме вĕрентекен Альберт пиччĕшĕнчен те ÿнер ăсталăхне вĕреннĕ.
1894-мĕш çулта нимĕçле тухнă «История живописи XIX века» кĕнеке валли пĕр пайне çырса илемлĕх теорипе истори тишкĕрÿçĕн ĕçне кÿленнĕ.
1896-1898-мĕш çулсемпе 1905-1907-мĕш çулсенче Францире ĕçленĕ. «Илемлĕх тĕнчи» пултарулăх ушкăнĕн тата журналĕн никĕслекенсен тата ертсе пыракансен пĕри пулать, унăн кăтартувĕсенче хастаррăн хутшăнать.
Александр Бенуа Сергей Дягилевăн «Ballets Russes» балет антрепризинче ÿнерçĕ тата автор — спектакăльсем лартакан пулса пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. «Павильон Армиды», «Жизель», «Петрушка», «Золотой петушок» балетсен декорацисене хатĕрленĕ. 1904-мĕш çулта «Азбука» кĕнеке валли ÿкерчĕксем хайлать.
1908-1913-мĕш çулсенче И. Н. Кнебель кăларакан «Картины по русской истории» кĕнеке валли çичĕ ÿкерчĕк тунă.
1916-1918-мĕш çулсенче А.С.Пушкинăн «Пăхăр юланут» юрăллă сăввине ÿкерчĕкĕсемпе хайласа илемлетнĕ.
1918-мĕш çулта Бенуа Эрмитажăн Ÿнерÿ курав речĕн аслă управçи пулса тăрать, унăн çĕнĕ каталогне кăларать.
Малалла кĕнекепе театăр ӳкерçи пулса ĕçленĕ, вăл хутра 1918-мĕш çулта БДТ-ра никĕслекенсен пĕри пулать, спектакăлĕсене лартать те капăрлатать те.
1925-мĕш çулта Парижра пулса-иртнĕ Тĕнче курăмĕнче хутшăннă.
1926- мĕш çулта Бенуа чикĕ леш енчен командировкаран таврăнмасăр Совет Союзĕнчен тухса каять. Вăл Парижра пурăннă, ытларах театăр валли декорацисемпе кĕпе-тумтирсен ÿкерчĕкĕсем капăрлатса хатĕрленĕ. Хăйĕн вăрăм та кăсăклă пурнăçĕ çинчен «Манăн асаилĕвсем» ятлă кĕнеке çырса хăварнă.
Бенуа Парижра, 1960-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче вилсе кайнă.
«Александр Бенуа — ÿнер хайлавĕсен тата театăр спектакăлĕсен тепрепулми ăсти. Бенуа — сайри тĕлпулан илем тĕшкерÿçи, хăйĕн илемлĕ çырăвĕсемпе çамрăк ăрусене вĕрентсе ÿстернĕскер»
.
![]() |
Бенуа Александр Николаевич Викиампарта? |
---|