Джеймс Олдридж | |
James Aldridge | |
![]() Джеймс Олдридж (Берлин, 1987) | |
Çуралнă вăхăт: | утă, 10, 1918 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Суон-Хилл, Австрали |
Парнесем: |
John Llewellyn Rhys Prize (1945) Шаблон:Тĕнчери Ленин парни «Халăхсем хушшинчи туслăха тĕреклетни» |
Чыславсем: |
![]() |
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем | |
Дже́ймс О́лдридж (акăл. James Aldridge; утă, 10 1918 çул, Суон-Хилл, Виктория штачĕ, Австрали çур.) — анкăлçыравçи тата пĕрлĕлĕх ĕçченĕ, Австрали çуралса ӳснĕсекер.
Австралире нумай ачаллă çемьере, пиллĕкĕмĕш ача пулнă. Амăшĕ ывăлне яланах чыса упрама, начарсене хӳтĕлеме, çутçанталăка юратма вĕрентсе ӳстернĕ.
Мельбурнри коммерци колледжĕнче вĕреннĕ. 1938 çулта Англие куçса кайнă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче журналист тата вăрçă корреспонденчĕ пулса вăй хунă. 1940-мĕш çулсенче проза ĕçĕсене, тĕслĕхрен («Чыс ĕçĕ», 1942, вырăс. куç. 1947); «Тинĕс ăмăрткайăкĕ» (1944, вырăс. куç. 1945), «Нумай çын пирки» (1946), романсене, «Дипломат» (1949, вырăс. куç. 1952), «Сунарçă» (1950), «Пушхир горизончĕсен паттăрĕсем» (1954), «Не хочу, чтобы он умирал» (1957), «Последний изгнанник» (1961, рус. пер. 1963) новеллăсем, хайланă.
Çыравçă чылай хушă Каирта пурăннă, ăна вăл «Каир. Хула кун-çулĕ» (1969) халалланă.
Прозăçă Совет Союзĕпе лайăх хутшăннă, çавăнпа та, пулĕ, анăç енче сахал вулаççĕ. Олдриджăн ĕçĕсене пĕрмаях вырăсла куçарнă та Союзра пичетленĕ. 1973 çулта Совет Союзĕнче ăна «Халăхсем хушшинчи лăпкăлăха çирĕплетнĕшĕн» тĕнчери Ленин парнипе чысланă.
Унăн «Юлашки дюйм» калавĕ тăрăх Совет Союзĕнче пĕр ятлă фильм кăларнă.