Серге́й Дона́тович Довла́тов (паспортра — Довла́тов-Ме́чик; авăн, 3, 1941, Ĕпхӳ — çурла, 24, 1990, Нью-Йорк) — совет тата американ[1] çыравçи тата журналисчĕ.
Сергей Довлатов 1941 çулхи авăнăн 3-мĕшĕнче Ĕпхӳре, театр режиссёрĕн çемьинче çуралнă[2], ашшĕ Донат Мечик еврей (1909—1995), амăшĕ актриса, каярах корректор Нора Степановна Довлатова (1908—1999), эрмен хĕрĕ. Пушкăрт АССР тĕп хулине унăн ашшĕ-амăшне вăрçă тапрансан эвакуациленĕ.
Виçĕ çул хушши Шалти çарсенче хĕсметре тăнă, Коим Республикинчи тӳрлетӳ колонисенче ( Чиньяворык паçулки) сыхланă. Бродский аса илнипе[5], Довлатов çартан «Толстой Крымран таврăннă пекех, калавсен çыххипе тата кăштах ошеломлённостью во взгляде».
Довлатов ЛПУ журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ, студентсен нумай тиражлă Ленинградри карап тăвакан институчĕн «За кадры верфям» хаçатĕнче тăрăшнă, калавсем çыркаланă.
^Иосиф БродскийО Сереже Довлатове. официальный сайт Г. А. Явлинского (2003 çулхи авăнăн 3-мĕшĕ). çăлкуçран архивланă 24 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 2008 çулхи çурлан 19-мĕшĕ.
Сергей Довлатов: творчество, личность, судьба: Итоги Первой междунар. конф. «Довлатовские чтения» / сост. и подгот. А. Арьева. — СПб.: Звезда, 1999. — 320 c.