Жан-Жак Анно | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт: | 1943 çулхи юпан 1-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Эсон, Франци |
Гражданлăх: |
![]() |
Професси: | кинорежиссёр, сценарист |
Карьера: | 1976 - хальхи вăхăт |
Жан-Жак Анно́ (фр. Jean-Jacques Annaud; 1943 çур.) — франци кинорежиссёрĕпе сценарисчĕ, ют çĕршыв чĕлхиллĕ чи лайăх фильмшăн Оскар парнине илме тивĕçнĕ (1977).
Жан-Жак Анно 1943-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Францире çуралнă. Вожирар шкулĕнче вĕреннĕ, Сорбоннара çыравлăх ĕçне тишкĕрнĕ, Аслă киновĕренĕвĕн институтa (IDHEC) вĕренме кĕнĕ. 1964-мĕш çулта вĕренсе тухнă.
1965-мĕш çулта Камерунта çар хĕсметĕнче тăнă. Ун хыççăн телекурăм валли реклама тăвать тата франци çарĕ валли вĕренÿ фильмĕсем ÿкерет.
Пĕрремĕш фильмĕ «Черное и белое в цвете» (1976) Францире ăнăçу тупайман, анчах ăна пăхмасăр, 1977-мĕш çулта АПШ-ра ют çĕршывăн чи лайăх фильмшăн Оскар парнине илнĕ.
Жан Буизу, унăн иккĕмĕшфильмĕнче «Удар головой» (1979) вылянăскер, европа парнине «Сезар» илет. «Борьба за огонь» (1981) икĕ «Сезар» та илет — çулăн чи лайăх фильмĕ тата режиссурĕ ятне илсе. Умберто Эко романĕ тăрăх ÿкернĕ «Имя Розы» фильмра паллă голливуд актёрĕсем, Шон Коннерипе Кристиан Слэйтер вылянă.
Фильма, акăлчан чĕлхипе тухнăскере, ют çĕршыв чĕлхиллĕ чи лайăх фильм тесе «Сезар» парнине панă.
Анно çĕнĕ цифра технологисене IMAX 3D-е ала илекенсен малтисен шутĕнче пулать те тĕнчери те пĕррĕмĕш хут 45 минут патне пыракан «Крылья отваги» (1995) ÿнерлĕ фильм ÿкерет.
Юлашки вăхăтра режиссёр Лос-Анджелесра пурăнать. Вăл Голливудра кино ĕçĕнче вăй хуракан 130 ытла франци ăстисене пĕрлештерсе тăракан French Hollywood Circle — пĕрлешÿн пуçлăхĕ пулса тăрать.
Жан-Жак Аннон «Имя Розы» фильмĕ валли ниепле те режиссёра алла ларакан мăнастăрь тупайман пирки, мăнастăрьне ятарласах фильм валли купаласа туса лартнă.
![]() |
Жан-Жак Анно Викиампарта? |
---|