Келдыш Мстислав Всеволодович, — паллă тĕпчевçĕ, математик, механик, СССР ĂА академикĕ (1946); член-корреспонденчĕ (1943). 1911 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Рига хулинче (халĕ Латви республики) çуралнă. 1978 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.
1953 çултанпа ĂА Президиумĕйĕнче, 1960—1961 çулсенче вице-президенчĕ, 1961—1974 çулсенче- ĂА президенчĕ, 1974—1978 СССР ĂА Президиум членĕ. Виçĕ хут Социализмлă Ӗç Паттăрĕ (1956, 1961, 1971). 1949 çултанпа КПСС членĕ .
МПУран 1931 çулта вĕренсе тухнă, хыççăн ЦАГИре, МПУра ĕçленĕ, (1937 çултанпа профессор), ТА В. А. Стеклов ячĕллĕ Математика институтĕнче тĕпчев ĕçĕсемпе ĕçленĕ. 1953—1978 çулсенче — СССР ĂА (РТА ПМИ) Практикăра усă курмалли математика Институчĕн директорĕ.