Вахтанг Кикабидзе | |||||||
ვახტანგ კონსტანტინეს ძე კიკაბიძე | |||||||
![]() | |||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Вахтанг Константинович Кикабидзе | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1938, утă, 19 | ||||||
Çуралнă вырăн: | Тбилиси | ||||||
Вилнĕ вăхăт: | 2023, кăрлач, 15 | ||||||
Вилнĕ вырăн: | Тбилиси, | ||||||
Гражданлăх: |
![]() ![]() | ||||||
Професси: | XX, XXI ĕмĕрсенчи совет, грузин актёрĕ, юрăçи, сценарисчĕ, кинорежиссёрĕ | ||||||
Карьера: | 1966-па | ||||||
Чыславсемпе парнесем: |
|
Вахта́нг Константи́нович Кикаби́дзе (груз. ვახტანგ კონსტანტინეს ძე კიკაბიძე, 1938, утă, 19, Тбилиси, Грузин ССР, СССР — 15.1.2023, Тбилиси) — совет тата грузин юрăçи, юрăсен авторĕ, киноактёр, сценарист, кинорежиссёр. Грузин ССР халăх артисчĕ (1980), Украина тава тивĕçлĕ артисчĕ (2013), СССР патшалăх парнин лауреачĕ (1978). Грузи патшалăх парнин лауреачĕ (2013).
Вахтанг Константинович Кикабидзе 1938 çулхи утăн 19-мĕшĕнче Тбилисире çуралнă, ачалăхне Верэ (груз. ვერე) районĕнче иртернĕ. Шкулта пĕлӳ илсен 1955—1957 çулсенче Тбилиси университетĕнче вĕреннĕ. 1959 çулта Тбилисси филармонине ĕçе вырнаçнă. 1961—1963 çулсенче Тбилиссири ютçĕр чĕлхисен институтĕнче вĕреннĕ.
1966 çулта кинора — «Встреча в горах» (режиссёр Н. Санишвили) — пĕрремĕш хут ӳкерĕннĕ . «Диэло» квартетре юрланă. 1966 çулта Вахтанг Кикабидзе «Орэра» ансамбле (параппанçă, вокал) килнĕ. 1969 çулта пĕрремĕш хут Г. Данелия патĕнче «Не горюй!» фильмра çапăннă (арçын чи лайăх сăнарланăшăн приз, Картахенри тĕнчери кинофестиваль, 1970). Тепĕр паллă фильмĕ — «Мелодии Верийского квартала» (режиссёр Г. Шенгелая, 1973). 1977 çулта Данелия ӳнерленĕ «Мимино» (СССР патшалăх парни, 1978) фильмра тĕп роле вылянă.
Ашшĕ — кĕçĕн лейтенант Константин Николаевич Кикабидзе (1906—1942), 1942 çулхи раштав уйăхĕнче Керчь патĕнче хыпарсăр çухалнă, имеретян дворян ăрачĕн кăкĕнчен тухнă, журналист[1].
Амăшĕ — Манана Константиновна Багратиони, Багратиони-Давитишвили грузин кнеç ăратĕнчен тухнă (Багратиони патша династинчен, паллă юрăç пулнă)[2], Ольга кукамăшĕ — Амирэджиби (Картли) кнеç ăратĕнчен[3].
Арăмĕ — 1965, Ирина Григорьевна Кебадзе, унчен Тбилисси академи опера театрĕн прима-балерини.
Вахтанг Кикабидзе икĕ ача: усрав хĕрĕ Марина Сагарадзе — Тбилисси академи Шота Руставели ячĕллĕ театрĕн актриси, кинора ӳкерĕнет, театр вашĕнче вĕрентет.
Ывăлĕ, Константин Кикабидзе — ӳкерӳçĕ, Ӳнер академинче вĕреннĕ, виçĕ çул хушши Мускавра Грузи элелĕхĕнче ĕçленĕ, халĕ Торонтора, Канада, пурнать.
Мăнуксем: асли — Георгий Арешидзе (1978), хĕрĕн ывăлĕ, Зальцбургри колледжре тата Тĕнчери Шиллер университетĕнче (Лондон, (2007) пĕлӳ илнĕ , Константинăн ывăлĕсем: Вахтанг Кикабидзе (1986), Американ университечĕн (Благоевград, Болгари) студенчĕ, тата Иван Кикабидзе (1995), Тбилиссире акăлчан шкулĕнче вĕренет.