Коков Валерий Мухамедович (18.10.1941, Тырныауз хули, Кабарда-Балкар АССР, РСФСР, ССРП — 29.10.2005, Мускав, РФ) — Кабарда-Балкар Республикин президенчĕ (виçĕ хутчен).
1941 çулхи юпан 18-мĕшĕнче Кабарда-Балкар Республикинчи Тырныауз хулинче çуралнă.
1964 çулта Кабардино-Балкарин патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Çавăн пекех Пĕтĕм Пĕрлешеври ял хуçалăх экономикин ăслăх-тĕпчев институтĕнче аспирантурăра, 1978 çулта кӳретсĕр майпа Тан-çинчи-Ростовра вырнаçнă ССКП ТК аслă парти шкулĕнче вĕренсе тухнă.
Хăйĕн ĕçне Баксан районĕнчи «Трудовой горец» ятлă колхозра агроном вырăнĕнче пуçланă. 1990-1991 çулсенче Кабарда-Балкар АССР Аслă Канашĕн председателĕ пулнă. 1991 çултанпа Кабарда-Балкар АССР Министрсен канашĕн председатĕлĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă.
1992 çулта халăх Валерий Кокова Кабарда-Балкар Республикин президентне суйласа илнĕ. 1997 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче ăна иккĕмĕш хут, 2002 çулхи кăрлач уйăхĕнче виççĕмĕш хут суйласа илнĕ. Унăн кандидатурине суйлавçăсен 80% ытла хăйсен сассине панă.
2005 çулхи çулхи юпан 29-мĕшĕнче чирленĕ хыççăн Мускавра вилнĕ.
Шаблон:Кабарда-Балкар АССР влаçĕ Шаблон:Кабарда-Балкар пуçлăхĕсем