|
Куславкка, - Чăваш Енре вырнаçнă хула, Куславкка районĕн администраци центрĕ. 1938 çултан ĕçлекенсен паççулки, 1967 çулхи чӳк уйăхĕн 20 — хула статусĕнче.
Хула Шупашкартан 97 çм Хусана каймалли М-7 трасса çинче вырнаçнă, географи енчен питĕ тĕплĕ: 1) виçĕ республикăн — Чăваш Ен, Мари Эл тата Тутарстан —чиккисем çыхăннă тĕлте Атăлăн сылтăм çыранĕнче; 2) хуларан 9 çм Хусан — Чулхула автотрасса иртет; 3) Куславкка пристанĕнчи Атăл урлă каçă; 4)çурт-йĕр тумалли материал (тăм, акшар, доломит) пурри.
Хула тĕлĕнче Атăла Шуршу шывĕ юхса кĕрет.
Халăх халапĕсем тăрăх, вырăссем киличчен кунта чăвашсем пурăннă, каярахпа вĕсем Кивĕ Тĕрлемесе куçса кайнă. Куславкка вырăнĕнчи чăвашсем пурăннă вырăна Шахтарка тенĕ. Çĕрсене Аслă Петĕр патша Мясников генерала валеçсе панă, лешĕ вара кунта креппостла хресченсене илсе килнĕ. Мясников генерал Тамбов кĕпĕрнинчи Козлов хулинчен пулнине кура кунти яла Козловка тенĕ (чăвашла Куславкка). Чăн та, урăхларах версисем те пур.[1]
Хула гербне 2001 çулхи çĕртме уйăхĕнче район депутачĕсен пухăвĕнче йышăннă. Герб авторĕ — тăван ен тĕпчевçи Н.Г. Зайцев.
1999 çулхи 1 кăрлач уйăхĕнче Куславккара 12,9 пин çын пурăннă (1939 — 5 пин, 1959 — 8,5 пин, 1979 — 11,8 пин, 1989 — 12,7 пин).
Хулан пысăк промăçлă предприятийĕ —Куславкка автофургон комбиначĕ. Апат-çимĕç промăçлăхĕ — çăкар комбиначĕ, сĕт-çу завочĕ, 2 пулă хатĕрлекен предприяти. Çаплах çĕвĕ фабрики, металл хатĕрĕсен завочĕ ĕçлет.
Хулара 3 вăтам шкул, ĕçлекенсен каçхи шкулĕ, шкул-интернат (2006 çулхи çăвăн 25-мĕшĕнче ача-пăча çуртне куçарнă), Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн ăслăлăх-пĕлӳ центрĕ (экономика тата юридици факультечĕсем), лицей, мусăк, пултарулăх, спорт шкулĕсем, 4 вулавăш, кинотеатр, культура çурчĕ, Н. И. Лобачевскин музей-çурчĕ. Хула типографинче «Ялав» хаçата пичетлеççĕ.
Хулан чăвашла ячĕ шухăша ярать. Ку тĕлĕшпе çакăн пек сăвăлла текст та пур:
Çут тĕнчере Козловкăсем пайтах.
Чăваш Енре пурри те паллă, авă.
Тен, чăн та, Куславкка пĕрре анчах?
Аттемĕр Атăл хĕрринчи хула вăл!
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула : Шупашкар Муниципаллă-территориллĕ пайланăвĕ:
Районсем : Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |