Майорова Альбина Геннадьевна

Майорова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Альбина Майорова
Пайăр хыпар
Арлăх: хӗрарӑм
Тулли ят: Майорова Альбина Геннадьевна
Гражданлăх: ССРП ялавĕ
Раççей Федерацийĕ
Ăстаçăлăх: вӑрӑм дистанцисене чупасси
Çуралнă вăхăт: 1977.05.16
Çуралнă вырăн: ССРП, РСФСР, ЧАССР, Элӗк районӗ, Йӑранар
Çӳллĕш: 160 см
Йывăрăш: 44 кг

Майорова Альбина Геннадьевна (1977 ҫӑвӑн 16. Чӑваш АССР, Элӗк районӗ, Йӑранар ялӗ) — чӑваш раҫҫей марафонсенчи вӑрӑм дистанцисене чупассин ӑсти. 2012 ҫулхи Нагоя марафонӗн ҫӗнтерӳҫи, харпӑр рекордпа 2:23.52.

1977 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш АССРти Элӗк районӗн Йӑранар ялӗнче ҫуралнӑ.

2004 ҫулхи Олимпиадӑра 40-мӗш вырӑна тухнӑ[1]. 2012 ҫулхи Олимп вӑййисенче 9-мӗш вырӑна тухнӑ. 2013 ҫулхи Токио марафонӗнче 4-мӗш вырӑна тухнӑ, пӗтӗмлетӳ 2:26.51. 2013 ҫулхи Мускав чемпионачӗнче 21-мӗш вырӑна тухнӑ, пӗтӗмлетӳ — 2:41.19. 2013 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче Иокогама марафонӗнче ҫӗнтерчӗ, 2:25.55.

2015 ҫулхи Ҫӗпӗр Тӗнчери марафонӗн (SIM) ҫӗнтерӳҫи, рекорд 2:34:15[2].

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Токио марафонӗнче 6-мӗш вырӑна тухнӑ, пӗтӗмлетӳ 2:28.18.

Дисквалификаци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче анти-допинг йӗркисене пӑснӑран 4 ҫулшӑн дисквалификациленӗ. Спортсмен сӑнаса пӑхнинче тестестерона тупнӑ[3]. Дисквалификацин вӑхӑчӗ 2016 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнчен пуҫланать. Майоровӑн пур пӗтӗмлетӗвӗсене 2016 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 28-мӗшӗ таран нульлетнӗ[4].

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]