Сергей Мартинсон | |||||||
| |||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Сергей Александрович Мартинсон | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1899, кăрлач, 25 | ||||||
Çуралнă вырăн: | Санкт-Петербург, Раççей империйĕ | ||||||
Вилнĕ вăхăт: | 1984, авăн, 2 | ||||||
Вилнĕ вырăн: | Ленинград | ||||||
Гражданлăх: |
![]() ![]() ![]() | ||||||
Професси: | XX ĕмĕрти совет актёрĕ | ||||||
Чыславсемпе парнесем: |
|
Серге́й Алекса́ндрович Мартинсо́н (25.1.1899, Санкт-Петербург, Раççей империйĕ — 2.9.1984, çавăнтах) — совет театрпа кино актёрĕ. РСФСР халăх артисчĕ (1964).
Сергей Мартинсон Санкт-Петербургăн хисеплĕ гражданинĕ, швед кăкĕнчен тухнă Александр Александрович Мартинсонпа Феодосия Александровна (хĕр чухне — Петрова) килйышĕнче çуралнă. Владимир Баршай мăнукĕ каласа панипе, Мартинсон маçаккăшĕ-швед 15 çулта Раççее Юсупов кнеç патне вĕренме килнĕ пулнă[1][2][3].
Тĕрлĕ çăлкуçсенче А. А. Мартинсона çурт-йĕр тăвакан инженер, çурт-йĕр сутакан тата хапрăкçă тенĕ[1][4]. Актёр хăй каланипе — унăн сăмахĕсене Людмила Кафанова театр пĕлевçи асăнать — унăн ашшĕ бриллиантсем сутнă, çаплах император килне хаклă чулсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсем Петербург варринче Миллион урамĕнчи уйрăм çуртра пурăннă, кунта хулари культура элити пуçтарăннă, Александр Скрябин — ашшĕн çывăх тусĕ — концертсем панă[3][5].
1984 çулхи авăнăн 2-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Кунцево çăвинче пытарнă[6].
Виçĕ хутчен авланнă. Пĕрремĕш арăмĕ — Екатерина Ильина:
1930-мĕш çулсен вĕçĕнче С. Мартинсон мăшăрланмасăрах Елена Добржанская балеринăпа пурăннă (ăна репрессиленĕ, Воркутлагра 1952 çулта вилнĕ):
Виççĕмĕш арăмĕ — Луиза:
Мейерхольд театрĕ. «Рычи, Китай!» С. Третьякова (1923)— американский корреспондент[7]
«Последний решительный» Вс. Вишневскин — американец[7]
«Мандат» Н. Р. Эрдманăн (1925) — Валериан[7]
Революци театрĕ.
«Воздушный пирог» Ромашова — Плюхов [8]
«Павел Греков» — Левицкий
«Бесприданница» А. Н. Островскин (1940) — Карандышев
Киноактёр театр-студийĕ
«Дочь русского актера» — Ушица