Рерберг, Иван Иванович

Иван Иванович Рерберг

Иван Иванович Рерберг (1869—1932) — вырăс инженерĕ, архитекторĕ. Хăйĕн ĕçĕсем çине архитектор тесе çырман, Инженер Рерберг тесе палăртнă. Иван Иванович Рерберг ӳнерçĕн ашшĕ.

И. И. Рерберг Рерберг инженерсен тăваттăмĕш сыпăкне кĕрет.

Пулас архитектор кадетсен корпусĕнче вĕреннĕ, салтакра сапёр çарĕсенче пулнă, 1896-мĕш çулта Петербургри Çар инженерĕсен академинчен çар инженерĕ пулса вĕренсе тухнă. Харьковри пăравус тăвакан завода тунă çĕрте вăй хунă.

1897-мĕш çулта Пушкин ячĕллĕ музейне тунă чухне Р. И. Клейнăн çумĕ пулса ĕçленĕ.

Рербергăн автор проекчĕсем:

1906 — 1918 çулсенче И. И. Рерберг МУЖВЗра архитектурăна вĕрентнĕ. СССР вăхăтĕнче Бауман ячĕллĕ МВТУра профессор вырăнĕнче ĕçленĕ.

Рербергăн 1917-мĕш çул хыççăнхи чи паллă ĕçĕ — Тĕвер урамĕнчи Тĕп телеграф çурчĕ (1927).

1934 çулта, архитектор вилнĕ хыççăн, 1930 çулта тума пуçланă Кремльти РККА пĕрлехи çарĕн шкул çуртне туса пĕтернĕ.

  • И. А. Прокофьева. "Первые московские пассажи"
  • И. А. Прокофьева. Московские пассажи
  • С. Б. Киселев. Проект реконструкции Центрального Телеграфа
  • Кун-çулĕ, кĕскен [1]