Рихард Нобель фирминче нефть каларас ĕçĕпе тăрмашнă Вильгельм Зорге нимĕç инженер çемйинче çуралнă. Амăшĕ, Нина Степановна Кобелева, вырăс хĕрĕ пулнă. Зорге çемйинче 9 ача-ача пурăннă. Рихард Зорген ăратри аслашшĕ Фридрих Альберт ЗоргеI Интернационал ертӳçисенчен пĕрри шутланнă, Карл Марксăн секретарĕ пулнă.
1920—1921 çулсенче Зорге — Золингенри коммунистсен хаçачĕн редакторĕ.
1924 çулта СССРа килет, совет учрежденисенче ĕçлет. Тепĕртакран вăл совет гражданинĕ пулса тăрать. 1925 çулта ВКП(б) пайташĕ пулать. Çавăнтанах РККАРазведупр агенчĕ.
1941 çулхи юпан 18-мĕшĕнче япун полицийĕ ăна ареслет, 1943 çулхи авăн уйăхĕнче кăна вĕлереççĕ. Токиори "Сугамо" тĕрминче ăна 1944 çулхи чӳкĕн 7-мĕшĕнче çакса вĕлереççĕ.
пĕрремĕш арăмĕ Кристина Герлах, вăл Рихарда 1926 çулта пăрахать те СССРтан Германие таврăнать.
иккĕмĕш арăмĕ Екатерина Максимова — 1940 çулта ăна аресленĕ, вăл тăшмансемпе çыхăннине йышăнать, Красноярск Енне (Мăн Мурта) кăларса яраççĕ, унта 1943 ç. çĕртмен 3-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлать.
Унсăр пуçне вăл чылай хушă гражданла арлă Исия Ханако япун хĕрарăмĕпе пурăнать.
1964 çулхи чӳкĕн 5-мĕшĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне (вилнĕ хыççăн) тивĕçтернĕ. Чăн сăлтавĕ — тупнă информаци мар — Японие СССР çине тапăнасран аякка пăрасси.
1951 çулхи çурла уйăхĕнче Рихард Зорге ĕçĕпе АПШ Конгресĕ пăхса тухнă.
Зорге пирки икĕ фильм: франци «Кам эсир, Зорге тухтăр?» (Qui êtes-vous, Monsieur Sorge?, 1961) тата герман-япун «Шпион Зорге» (Spy Sorge, 2003) ӳкернĕ.
Рихард Зоргене чысласа СССР-та карапсене, урамсене тата шкулсене унăн ятне параççĕ. Унсăр пуçне, СССР тата ГДР патшалăхĕсенче унăн сăнĕллĕ почтă марккисене пичетленĕ.
Зорге Баку (Азербайджан) хулинче çуралса ӳснĕ, çавăнпа унта унăн музейĕ ĕçлет, тата унăн ятне урама панă.
Георгиев Ю. В. Рихард Зорге: исследователь, разведчик, геополитик. — М.: ЗАО «Япония сегодня», 2000. — 205 с.: ил.
Почему Зорге был приговорён к смертной казни? (Дзорге ва надзэ сикэй-ни сарэта-но ка) Под редакцией Хисая Сираи и Сюнъити Кобаяси. Токио: Издательство «Сякай хёронся», 2000. — 320 с.: ил. (яп.)
Hearings on American Aspects of the Richard Sorge Spy Case. House of Representatives Eighty Second Congress. First Session. August 9, 22 and 23. Washington, 1951. (акăлч.)