Борис Рыцарев | |
Çуралнă чухнехи ят: | Борис Владимирович Рыцарев |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1930 çĕртме, 30 |
Çуралнă вырăн: | Мускав, РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 1995, чӳк, 25 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РФ |
Гражданлăх: |
![]() ![]() |
Професси: | XX ĕмĕрти совет кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ |
Карьера: | 1958—1992 |
Борис Владимирович Рыцарев (30.6.1930, Мускав — 25.11.1995, Мускав) — совет кинорежиссёрĕ тата сценарисчĕ, юмах-фильм жанрĕн маçтăрĕ. Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1995).
1950—1952 çулсенче Щепкин ячĕллĕ театр училищинче актёр уйрăмĕнче вĕреннĕ, 1958 çулта ВГИК-ри режиссёр факультетĕнче (С. И. Юткевич ăста лаççи) диплома тивĕçнĕ.
М. Горький ячĕллĕ АÇФТК, «Молдова-филм», «Беларуçфильм» киностудисенче ĕçленĕ. Пĕрремĕш фильмĕ — «Пирĕн аттесен çамрăклăхĕ», А. А. Фадеевăн «Разгром» романĕпе.
1966 çулта «Аладдинăн асамлă лампи» фильма режиссёр пулса ӳнерлет.
«Пирĕн аттесен çамрăклăхĕ», «Возьми меня с собой», «Пăр мăнук-хĕр», «На златом крыльце сидели…» фильмсен сценерисене хайланă.
1995 çулхи чӳкĕн 25-мĕшĕнче онкологи амакне пула вилнĕ[1].
Мускавра, Миус çăвинче пытарнă.
![]() |
Ку кинорежиссёр пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |