Александр Прошкин | ||||||
![]() | ||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Александр Анатольевич Прошкин | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1940, пуш, 25 | |||||
Çуралнă вырăн: | Ленинград | |||||
Професси: | совет, раççей кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ | |||||
Карьера: | 1961 — хальхи вăхăт | |||||
Чыславсемпе парнесем: |
Ылтăн ăмăрткайăк — 2006 |
Алекса́ндр Анато́льевич Про́шкин (25.3.1940, Ленинград) — совет тата раççей кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ, Раççей Федерацин халăх артисчĕ (1995), СССР патшалăх парнин лауреачĕ (1989).
Александр Прошкин 1940 çулхи пушăн 25-мĕшĕнче Ленинград хулинче Анатолий Прошкин ӳкерçĕ çемьинче çуралнă[1].
1961 çулта Ленинградри А. Н. Островский ячĕллĕ театр институчĕн актёр факультетĕнче (Борис Зон курсĕ) вĕренсе тухнă. 1961 - 1966 çулсенче Александр Прошкин Ленинградри Камит театрĕн труппинче ĕçленĕ. Ун чухне театра Николай Павлович Акимов ертсе пынă[2].
1968 çулта ССРП Патшалăхтелерадио çумĕнчи Аслă режиссёр курсĕсенче пĕлӳ илнĕ.
Нумай çул хушши Тĕп телекуравăн литература-драма программисен Тĕп редакцинче, кайран «Экран» телепĕрлештерӳре режиссёр пулса тăрăшнă. 1975 çулта Александр Прошкин пĕрремĕш совет телесериалĕсенчен пĕрине — «Ольга Сергеевна», тĕп ролĕнче Татьяна Доронина — ӳнерленĕ. Фильм прессăра шавлă полемика кĕтсе илнĕ[1]. 1981 çулта Прошкин çапса илнĕ «Опасный возраст» фильм — Алиса Фрейндлих тата Юозас Будрайтис тĕп рольсенче — телекуравçăсен кăмăлне кайнă, темиçе хутчен те телекурав кăларнă.
1986 çулта телеэкран çине «Михайло Ломоносов» (Пĕтĕм Союзри телефестивалĕн Пĕрремĕш призĕ, 1988 ç.) истори-биографи сериалĕ («Мосфильм» киностуди) тухать. Çакнашкал ЧÇП телесерисене — Раççейĕн питĕ мухтавлă пайăр çынĕсем пирки — режиссёр 1990 çулта таврăннă. «Николай Вавилов» ятлă фильма кăларнă.
1988 çулта Анатолий Папановпа Валерий Приёмыхов актёрсене тĕп рольсенче ӳнерлесе кăларнă «Холодное лето пятьдесят третьего…» фильм «Ника» кинопремине, СССР патшалăх парнине (1989), Пĕтĕм Союзри телефестивалĕн Пĕрремĕш призне (1988), Валанçонри ТКФ Гран-при (1989) тивĕçнĕ, çаплах «Советский экран» ыйтăмĕпе Çулталăкри чи лайăх фильм тесе чысланă.
1999 çулта режиссёр А. С. Пушкинăн «Капитанская дочка» повеçĕпе «Русский бунт» фильма çапса илнĕ. 2000 çулта ӳнер ĕçне Берлинри ТКФ тĕп программинче хакланă, çаплах çак премисене тивĕçнĕ:
2011 çулта Александр Прошкин Фридрих Горенштейнăн романĕпе «Искупление» фильма экранизацилесе пĕтернĕ[3].
2015 çулта, Александр Прошкинăн 75 çул юбелейĕ тĕлне, режиссёрăн икĕ ĕçĕ: «Охрана»[4] тата экранизация пьесы Вампиловăн «Утиная охота» пьеси тăрăх ӳнерленĕ «Райские кущи» тухнă[2].
2015 çулта «Райские кущи» кинофильм III Якутскри тĕнчери кинофестивалĕнче Арктикăри кино конкурсĕнче «Золотые снежные очки» тĕп приза (Чи лайăх фильм) тивĕçнĕ[5].
Мускаври «Останкино» телекурав тата радиокалаçу институчĕн режиссура факультетĕнче ăста лаççине ертсе пынă(2014—2015)[6].
ППКИ Кино тата телекуравĕн Аслă курсĕсен кинорежиссура ăста лаççи ертӳçи пулса ĕçлет[7].