Ири́на Ива́новна Алфёрова, 1951 çулхи пуш, 13 Çĕн Çĕпĕр — совет тата раççей театăрпа кино актриси, Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ (1993), Раççейĕн халăх артисчĕ (2007).
Ирина Алфёрова Çĕнĕ Çĕпĕр хулинче юристсен çемйинче (ашшĕ — Иван Кузьми, амăшĕ — Ксения Архиповна) çуралнă. Ирина халăх пултарулăх татăрĕнче вылянă.
1972 çулта Ирина Алфёрова ГИТИС-ран вĕренсе тухать. Ăна тӳрех темиçе мускав театăрĕсем ĕçе чĕнеççĕ.
Çав чухнех вăл ăнăçлă Дашăн сăнарне «Хождение по мукам» телекăссайра кăтартать.
1976 çулта Алфёровăна Мускаври Ленин комсомолĕ ячĕллĕ театăрăн ушкăнне хапăллаççĕ.
Иринăн тепĕр сăваплă ĕçĕ — Констанци сăнарĕ — «Д’Артаньян и три мушкетера» кĕвĕллĕ приключениллĕ сериалĕнче.
Халĕ Ирина Ивановна — «Школа современной пьесы» театăрăн паллă артисчĕ.
|
|