Григоре Григориу | |
Grigore Grigoriu | |
Çуралнă вăхăт: | 1941, ака, 4 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Каушаны, Бендер уесĕ, Молдаван ССР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2003, раштав, 20 |
Вилнĕ вырăн: | Паланка, Штефан-Вод районĕ, Молдова |
Гражданлăх: |
СССР Молдави |
Професси: | XX, XXI ĕм. совет, молдаван актёрĕ |
Карьера: | 1966—1989 |
Тĕлĕ: |
драма мусăк фильмĕ приключени |
Чыславсемпе парнесем: |
Григо́ре Пе́тру Григори́у (молд. Grigore Petru Grigoriu; ака, 4, 1941, Каушаны, Бендер уесĕ, МССР, СССР — раштав, 20, 2003, Паланка, Молдова) — молдаван тата совет актёрĕ, Молдаван ССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухнех Григоре Григориу театр ĕçне хутшăнкаланă, спортпа хăтланнă, тĕслĕхрен, бокспа.
1959 çулта Бельцăри республикăн драма театрĕн конкурсне хутшăннă.
Шкултан вĕренсе тухсан пĕр вăхăт чукун çул çинче грузчик пулса вăй хунă.
Григоре Григориу хăйĕн пултарулăх ĕçĕ-хĕлне Бельцăри республикăн драма театрĕнче пуçланă, унта вăл 1959 - 1965 çулсенче тăрăшнă.
Кайран пиллĕк çул «Диалог» телетеатрĕнче, 1970 çултанпа — республикăн «Лучафэрул» çамрăк куравçă театрĕнче ĕçленĕ.
Пĕрремĕш рольне 1966 çулта Эмиля Лотянун «Хĕрлĕ уçланкăсем» Савву Милчу рольне сăнарланă.
Григоре Григориу Раççейре, Румынире, Германире, Азербайджанра, Украинăра ĕçленĕ, кинопа театрта çитмĕл ытла роле вылянă. Чи паллă сăнарĕ — «Тапăр тӳпене хăарать» фильмĕнчи Лойко Зобар ролĕ.
Григоре Григориу сарăмсăр автомобиль катастрофинче 2003 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Паланка молдаван сали патĕңче ĕмĕрĕ татăлнă. Актёра Тĕп (Эрмен) çăвинче, Кишинёвре, пытарнă[1].