Хула
|
Е́лизово[2] — Раççей Федерацийĕн Камчатка Енӗн хули (1975 ҫултан). Елизово районĕн администрациллӗ центрӗ, Елизово хула тӑрӑхӗ йĕркеленет. 2023 çулхи халăх йышĕ 36 199 çын[1].
Староострожное ялĕ пекех 1848 çулччен никĕсленĕ. 1897 — 1923 çулсенче Заво́йко ятпа пулнă, паллă Камчатка кĕпĕрнатăрĕ Завойко Ваçилий ячĕллĕ, хăш 1854 çулхи Петропавловск хӳтĕлевĕн вăхăчĕнчи акăлчан-франс эскадрин десантне ăнăçла сирсе янă. 1923 çулта партизан отрячĕн командирĕ Елизов Георгий ячĕллĕ ят панă, хăш 1922 çулта Камчаткара вилнĕ[3].
Авача юханшывӗ хӗрринче, Петропавловск-Камчаткăри хулинчен хĕвеланăçалла 32 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Хула тӑрӑхӗн чиккисемпе статусӗ 2004 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче Камчатка облаҫӗн № 255 «Об установлении границ муниципальных образований, расположенных на территории Елизовского района Камчатской области, и о наделении их статусом муниципального района, городского, сельского поселения» саккунӗпе йышӑннӑ[5].
Елизово хула тăрăхĕн лаптӑкӗ 127,7695 км²[6].
Пурăнан вырăн 1848 çулччен никĕсленĕ. Анчах пĕрремĕш халăх çыравĕ кунта 1926 çулта кунта пулнă. Унпа кунта 239 çын пурăннă. 2023 çулхи Росстатпа кунта 36 199 çын пурăннă[1].
Тĕп экономика отраслĕ — пулă промышленоçĕпе пулă тытни, ялхуçалăх, туризм (Паратунка ялĕ патне кану вырăнĕсем вырнаçнă).
Елизово урлă Петропавловск Камчатский — Усть-Камчатск трасси выртать.
Петропавловск-Камчатский енчен Елизово хули патне Елизово тĕнчери аэропорчĕ вырнаçнă. Хулăри обществăлла транспорт — автобуссем[14][15][16].
Елизово районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Елизово Березняки • Вулканный • Ганалы • Дальний • Двуречье • Зелёный • Кеткино • Коряки • Красный • Крутобереговый • Лесной • Малки • Нагорный • Начики • Николаевка • Новый • Паратунка • Пиначево • Пионерский • Раздольный • Светлый • Северные Коряки • Сокоч • Сосновка • Термальный • Южные Коряки |
Камчатка Ен |
|||
---|---|---|---|
Администраци центрĕ: Петропавловск-Камчатский ': Алеут • Быстрая • Елизово • Карага • Мильково • Олютор • Пенжина • Соболево • Тигиль (п. Палана) • Усть-Большерецк • Усть-Камчатск Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |