Рунет йышне яланхилле WWW-сайтсене çеç мар, çаплах вырăс чĕлхиллĕ электронлă почтă хатĕрĕсене , IRC-конференцисене, FTP-серверсене, вырăнти эрешсене т. ыт. те кĕртеççĕ. Вĕсемпе кирек епле çĕршывра пурăнакан вырăсла калаçакан граждансем усă курма пултараççĕ. Техника енчен Рунет вырăс кириллица кодировкине паллама пултарать.
Рунет аталанăвне вырăс чĕлхиллĕ FidoNet компьютер эрешне хутшăнакансем те хăйсен ӳсĕмне кӳнĕ.
«Рунет» ята .ru домен ятĕнчен (ăна çаплах «русский» сăмахăн икĕ малти сасă паллине усă курса) тата «нет» постфиксран (акăлчанла «эреш» (net) пулать, вăл пуплеве хăй тĕллĕн 1990-мĕш çулсен вĕçĕнче кĕрет. Термина 1997 çулхи çуркунне вырăс чĕлхиллĕ пĕрремĕш эреш колонкисен авторĕ Раффи Асланбеков шутласа кăларса хăйĕн таврашĕнчи вырăс чĕлхиллĕ тетел-этеплĕ калаçăвне кĕртнĕ, çак термин вара самантрах пурнăçа кĕчĕ.[1] Пĕр тапхăр хутшăнакансен пĕр пайĕ илемлĕ мвр илтĕнет тесе çак ята тиркенĕ.
СССР ушкăнĕнче пулнă республикăсенче çавăн пек принцип йĕркипех «Тетелĕн урăх сегменчĕсене» те палăртма тытăннă. Çапла, «казах Тетелĕн» ячĕ «Казнет», белоруссен — «Байнет», украинсен — «УАнет», узбексен — «Узнет» т. ыт. те. Çак облаçсем «кăштах» Рунета та кĕреççĕ, мĕншĕн тесен çак çĕрсенче вырăс чĕлхипе усă кураççĕ. Çаплах Чăваштет (чăваш тетелĕ) тата Татнет (Тетелĕн тутар пайĕ) пур.
Паян «Рунет» сăмахпа «Рунет парни» — «Тетелĕн раççей сегменчĕн аталанăвне ӳсĕм кӳнĕшĕн кашни çулталăкри РФ наци парни» палăртура — усă кураççĕ. Çак парнене 2004 çултанпа, .ru домен 10 çул тултарнă ячĕпе, РФ ФАПМК пулăшăвĕпе, тивĕçтереççĕ, тепĕр çулне вăл çак ведомствă патронажĕпех патшалăх статусĕнчи парне шайне кĕчĕ.[2] Сăмаха пĕрмаях хăйĕн калаçавĕсенче РФ президенчĕ Дмитрий Медведев усă курать.
«Казнет концепцине» Казахстан правительствин йышăнăвĕсем йĕркелесе пыраççĕ.
1974 çул —вырăс алфавичĕн символĕсен КОИ-8 кодировка ГОСТне йышăннă, халĕ ăна тĕрлĕ модификацисенпе (Windows-1251 кодировки чылай каярах пулса тухать) усă кураççĕ.
1982—1990 çç. — СССРта UNIX операци системн клонĕ çуралать, унпа усă курма пĕлекен ăстаçăсем тупăнаççĕ. Кайран çак ăçтаçăсен хăтланăвĕ пĕтĕм СССР территоринче пулас тетел-провайдерсен тĕвĕлĕсене кĕске вăхатра хатĕрлесе вĕсене эрешсене пĕрлештерме май парать. Çав вăхăтра чи паллă UNIX-евĕр система — ДЕМОС, унăн виçеллĕ кодировки — KOI8-R.
1992—1993 çç. — раççей тетел-провайдерĕсен пасарĕ чĕртĕнет, пĕрремĕш хутшăнакансем — Demos Plus, Techno, GlasNet, SovAm Teleport, EUnet/Relcom, X-Atom, FREEnet. Пуре те TCP/IP протоколпа усă курма пуçлаççĕ. Анăçалла темиçе «уйăрнă» канал, çав шутра оптика тата спутник (Эстони, Финлянди тата Америка урлă) хураççĕ. Çав çулсенчех Раççей регионĕсенче Рунет фрагменчĕсене регионсенчи ISP-компанисене йĕркелекенсем: Бармин Владимир (Чĕмпĕр, «СимТел»), Вахонин Сергей (Екатеринбург, «КОРУС»), Вовк Сергей (Димитровград, «Системотехника»), Ермолаев Александр (Ижевск, «МАРК-ИТТ»), Лещенко Александр (Тольятти, «АВТОВАЗ»), Лисовский Анатолий (Чаллă, «КАМАЗ»).
1993 çулхи ака уйăхĕ —Тетел пирки пĕрремĕш кĕнеке: Ю. М. Горностаев. Мировая сеть Интернет — применение в науке и бизнесе // Энциклопедия «Технологии электронных коммуникаций». Т. 43. Издательство Эко-Трендз — вырăсла пичетленет.
1994 çулхи ака, 7 — çак кун тĕнчери эреш центрĕ официаллă Раççей Федерацин домен .ru наци доменне йышăнать.[3] Доменăн администраторĕ Курчатов институчĕ çумĕнчи РосНИИРОС йĕркелӳ пулса тăрать. Унчен доменсене 1992 çулта Литва, Эстони, Грузи тата Украина, 1993 çулта — ЛатвиАзербайджан тивĕçет. Раççейре анлă .su уса кураççĕ.
RU зонинче пĕрремĕш сайта — www.1-9-9-4.ru тунă[4][5]
1994 çулхи утă, 27 — РФ ăслăх министерствиСорос фондĕпе пĕрле ăслăлăх йĕркелĕвĕсем хушшинчи КМТЭ (Кантăр мускав тĕрĕк эрешĕ) тетел-магистральне вырнаçтарма укçа параççĕ
1998 çулхи çĕртме, 24 — Федерацин хăрушсăрлăх хĕсмечĕОШМС («Оперативлă-шырав мероприятисен системи») системине эреше кĕртме тытăнать; кашни провайдерăн ФХХ патне хыпарлăх ятарлă каналне вырнаçтармалла, электронлă почтăна вулама тата оператор абоненчĕсен эреш ресурсĕсене пăхма ирĕк памалла.
1998 çулхи юпа, 1 — тӳлевсĕр Mail.ru хĕсмечĕ уçăлать, темиçе уйăх хушшинче усă куракансен шучĕпе чи малти пулса тăрать.
1998 çулхи чӳк, 20 — электронлă тӳлев пĕрлехи Webmoney системинче укçа куçарнă.
2003 çулхи нарăс, 12— 98—мĕш №-лĕ РФ правительствин «Об обеспечении доступа к информации о деятельности федеральных органов исполнительной власти» йышăнăвĕ тухать[8], çакăнпа пур федераци влаç органĕн хăйĕн тетел-сайче пулмалла, унта хăйĕн ĕç-пуçĕ пирки хыпар вырнаçтарса тăмалла.
2004 çулхи юпа, 1 — Рунетре пĕрремĕш халăх валли тӳлевсĕр видеохостинг Rambler Vision уçăлнă
2005çулта—Яндекс аудиторин (ютçĕр хутшăнаканĕсемпе пĕрле) кунсеренхи абсолютлă йышĕ 3 миллион çын ытла, уйăхсерен — 18 миллион ытла.
2005 çулхи юпа, 10 — Мускавра «Курчатов институчĕ» Раççей ăслăх центрĕнче (РĂЦ) каçалăк ăслăх-практика конференцийĕ «Тетел тата ăслăх: 15 çул çул çинче»[9].
2005 çулхи раштав — Вырăс Википединче — 50 пин статья.
2006 çулхи пуш, 22 — Яндекс блогсен шыравçине ĕçе кĕртнĕ.[10]
2006 çулхи ака — «Интернет и бизнес» пĕрремĕш конференци.
2006 çулхи çурла — Вырăс Википединче — 100 пин статья пресс-релиз.
2006 çулхи юпа, 29 — Рунет парнине 2006 çулшăн панă. Вырăс Википедийĕ «Ăслăх тата пĕлӳлĕх» номинацире вырăн йышăннă (пресс-релиз). Тепĕр çултан çак лару-тăрăвах пулса иртет (пресс-релиз).
2007 çулхи ака — Мускавра халăха Wi-Fi-кĕртĕм пулăшăвнепаракан Golden Telecom холдингăн Golden WiFi проекчĕ тĕнчери чи пысăк пăралуксăр эреш пулса тăрать.[11] Çул вĕçĕнче, раштавăн 20-мĕшĕнче, РОЦИТăн пĕтĕмĕшле конференцинче компани элчи çапла каланă: «Мускавра Тетеле кĕресси водка хакĕ, регионсене çакă тепĕр икĕ çултан çитет».[12]
2007 çулхи çу, 23 — Çĕн Çĕпĕр сучĕ пĕрремĕш хут çĕнçĕпĕр Academ.org («Первая Миля») эрешĕнче цензура кĕртет. Суд хутшăнакансене экстремистсен хăшпĕр ресурсĕсене кĕме чарак лартать.[13]
2007 çулхи авăн, 17 — РосНИИРОС .ru зонинче миллионнăмĕш домена регистрланă пирки пĕлтерет.[14]
2007 çулхи юпа — РФ Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Дмитрий Медведев Тетел çумне пĕтĕм раççей шкулĕсене (59 пин) çыхăнтарнă пирки пĕлтерет.[15]
2007 çулхи раштав — СУП (SUP Fabrik) раççей компанийĕ пĕтĕмпех LiveJournal блог-платформăна американ SixApart компанинчен туянать (техника лапамĕ Калифорнирех юлнă; пĕр çул маларах СУП LiveJournal бренда РФ усă курмаллă лицензиленĕ).