Уильям Сароян 1908 çулхи çурлан 31-мĕшĕнчеФреснокалифорни хулинче эрех тăвакан эрмен эмигранчĕн çемьинче çуралать. Ашшĕ 1911 с. çĕре кĕрсен, пепкене ача-пăча çуртне вырнаçтараççĕ. 1921 çулта машинăпа пичетлеме хăнăхать. Вунпиллĕк çултах вăл вĕренĕве пăрахса çырав ĕçне пикенет. Каярах хăй тĕллĕнех вĕренет, хутран-ситрен укçа ĕçлесе илсе пурăнать. Унăн малтанхи темиçе калавне The Overland Monthly пичетлет.
Успех пришел к писателю в 1934 г., после публикации в журнале Story сборника рассказов «Отважный молодой человек на летающей трапеции» (The Daring Young Man on the Flying Trapeze).
Сароянăн пĕрремĕш пьеси, «Манăн чĕре ту çинче» (My Heart’s in the Highlands), 1939 çулта çутта тухать. «Этем камичĕ» (The Human Comedy, 1943) романа MGM киностуди туянать, çыравçă вара укçа-тенкĕ енчен нушаран тухать.
1943 çулта Сароян 17 çулхи Кэрол Маркуса качча илет.
1952 çулта вăл пĕрремĕш мемуарсене, The Bicycle Rider in Beverly Hills çырать.
1958 çултанпа Сароян чылайрах вăхă Парисра пурăнать, унта унăн хăйĕн хваттерĕ пулать.