Улати́мĕр кĕпĕрни — Раççей империн тата РСФСР-н 1796—1929 çулсенчи администрациллĕ-территориллĕ виçи. Кĕпĕрне хули — Улатимĕр.
Улатимĕр кĕпĕрни çурçĕр енче Ярославль тата Кострома, тухăç енчен — Чулхула, анăç енчен — Мускав тата Тĕвер, кăнтăр енчен — Тамбов тата Кисан кĕпернисемпе чикĕ тытнă.
1918 çулчен кĕпĕрне 40 339 çухрăм² (45 910 км²), Стрельбицкин шутлавĕпе - 42 930,5 çухрăм², çав шутра кӳлĕсем патĕнче 99 çухрăма² яхăн. 1926 çулта кĕпернен лаптăкĕ 33 023 км² çитнĕ. Хĕвел тухăçĕнчен хĕвел анăçнелле чи нумай тăсăлăвĕ 325 çухрăм (347 километр), анлăшĕ çурçĕртен кăнтăралла 240 çухрăм (256 километр).
Йĕркеленĕ саманта 1796 çулта кĕпернере 10 уес пулнă: Улатимĕр, Вязники, Гороховец, Меленки, Мурăм, Переславль, Пукрав, Суздаль, Шуя, Юрий.
1803 çулта тепĕр 3 уеса йĕркеленĕ: Александров, Ковров тата Судогода.
Çакăн пек администрациллĕ пайлану 1918 çулчен тытăнса тăнă. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче кĕпĕрне йышне 13 уес кĕнĕ, вĕсем 222 вулăсран тытăнса тăнă.
№ | Уес | Уес хули | Лаптăк, çухрăм² |
Халăх йышĕ[1] (1897), çын |
---|---|---|---|---|
1 | Александров | Александров (6 810 чел.) | 2 886,8 | 100 371 |
2 | Улатимĕр | Улатимĕр (28 479 чел.) | 2 402,5 | 160 996 |
3 | Вязники | Вязники (8 862 çын) | 3 309,6 | 86 352 |
4 | Гороховец | Гороховец (2 297 çын) | 3 817,7 | 92 240 |
5 | Ковров | Ковров (14 571 çын) | 3 427,5 | 109 861 |
6 | Меленки | Меленки (8 909 çын) | 4 617,8 | 142 304 |
7 | Мурăм | Мурăм (13 271 çын) | 2 229,8 | 122 383 |
8 | Переславль | Переславль-Залесский (10 639 çын) | 3 178,7 | 87 337 |
9 | Пукрав | Пукрав (2 785 çын) | 4 142,2 | 158 229 |
10 | Судогода | Судогда (3 182 çын) | 5 099,9 | 96 798 |
11 | Суздаль | Суздаль (6 412 çын) | 2 513,1 | 107 708 |
12 | Шуя | Шуя (19 583 çын) | 2 565,2 | 158 483 |
13 | Юрий | Поляк Юри (5 759 çын) | 2 641,0 | 92 629 |
1918 çулта Шуя уесе çĕнĕ Иваново-Вознесени кĕпĕрнине куçарнă. 1920 çулта Кольчуга районне йĕркеленĕ (4 çул хушши пулнă). 1921 çулта Пукрав уесне пĕтьерсе унăн вырăнне Киржач уесне уса хунă. Тепĕр 3 çултан Гороховец, Киржач тата Суздаль уесĕсене йĕркеленĕ. 1925 çулта Поляк Юрий уесне Иваново-Вознесени кĕпĕрнине панă. Тепĕр çултан Меленкипе Судогода уесĕсене пăрахăçланă, вĕсен территоринче Гуç уесне туса хунă.
Çапла 1926 çулта Улатимĕр кĕпĕрнине 7 уес кĕнĕ:
№ | Уес | Уес хули | Лаптăк, км² |
Халăх йышĕ[2] (1926), чел. |
---|---|---|---|---|
1 | Александров | Александров | 4 365 | 184 850 |
2 | Улатимĕр | Улатимĕр | 6 717 | 325 693 |
3 | Вязники | Вязники | 5 337 | 151 628 |
4 | Гусь | Гусь-Хрустальный | 4 064 | 110 029 |
5 | Ковров | Ковров | 3 272 | 120 524 |
6 | Мурăм | Мурăм | 6 370 | 332 257 |
7 | Переславль | Переславль-Залесский | 2 898 | 96 159 |
1929 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче Улатимĕр кĕпĕрнине тата унăн мĕнпур уесне пăрахăçланă, весен çĕрĕсене Иваново Промăçлă тата Чулхула облаçĕсем хушшинче пайланă.
XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче кĕпĕрнере 15 хула, 1 посад (Гавриловский посад) тата 8 227 ытти пурăнан вырăн шутланнă. Чи пысăк хуласем: Иваново-Вознесенск (54 208 çын), Улатимĕр (28 479 çын) тата Шуя (19 583 çын)[1].
1886 çулта кĕпĕрнере 1 416 750 яхăн çын пурăннă. 1897 çулти халăх çыравĕпе кĕпернере 1 515 691 çын пурăннă[1] (690 312 арçынпа 825 379 хĕрарăм), вĕсенчен хулара 190 618 çын. Пĕтĕм Раççейри 1926 çулти халăх çыравĕпе кĕпĕрнере 1 321 140 çын шутланнă[2], вĕсенчен хула çынни - 263 942.
Уес | вырăссем |
---|---|
Мĕнпур кĕперне | 99,7 % |
Александров | 99,6 % |
Улатимĕр | 98,7 % |
Вязники | 99,9 % |
Гороховец | 99,9 % |
Ковров | 99,8 % |
Меленки | 99,9 % |
Мурăм | 99,7 % |
Переславль | 99,9 % |
Пукрав | 99,7 % |
Судогда | 99,9 % |
Суздаль | 99,9 % |
Шуя | 99,6 % |
Юрий | 99,8 % |
Изединовсем, Каблуковсем, Калакутскисем, Калачовсем, Карякинсем, Касаговсем.
Çак статья пайне çырман-ха. Википедин пĕр хутшăнакан шухăшĕпе çак вырăнта пулмалла ятарлă пай.
Эсир çак пая хатĕрлеме вăй хурсан проекта самай пулăшу кӳнĕ пулăттăр. |
<ref>
; для сносок Демоскоп Weekly
не указан текст
![]() |
«Раççей Империйĕ» порталĕ |
---|---|
![]() |
Улатимĕр кĕпĕрни Викиампарта? |
![]() |
«Раççей» проекчĕ |
Шаблон:Улатимĕр кĕпĕрнин уесĕсем