Циблиев Василий Васильевич

Циблиев Василий Васильевич
Çуралнă вăхăт нарăс, 20, 1954
Çуралнă вырăн Ореховка, Крым облаçĕ, Украина ССР
Çар ăрачĕ
Космонавт
Космонавт
Чыславсем тата парнесем
«Тăван Çĕршыв умĕңчи тава тивĕçлĕхĕн» III степеньлĕ орденĕ
«Космоса хастар çатăрланăшăн» медаль «Çапăçури хастарлăхшăн» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 60 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 60 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 70 çулта» юбилей медалĕ
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 70 çулта» юбилей медалĕ
I степеньлĕ «Хĕсметре тӳрĕлле тăнăшăн» II степеньлĕ «Хĕсметре тӳрĕлле тăнăшăн» III степеньлĕ «Хĕсметре тӳрĕлле тăнăшăн»
Шаблон:Медаль За укрепление братства по оружию Шаблон:Медаль За выдающиеся общественные заслуги
Шаблон:Военный лётчик 1 класса
Знак за окончание ВВУЗа

Васи́лий Васи́льевич Цибли́ев (20.2.1954, Приве́тное, Крым облаçĕ, РСФСР) — раççей вĕçевçĕ-космонавчĕ, генерал-лейтенант, Ю. А. Гагарин ячĕллĕ ăслăх-тĕпчев хăтлану Раççей патшалăх центрĕн пуçлăхĕ 2003 - 2009 çç.

1971 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухсан Харьковри С. И. Грицевец ячĕллĕ вăрçă вĕçевçисен аслă авиаци училищине вĕренме кĕнĕ, 1975 çулхи раштав уйăхĕнче вĕренĕве ăнăçлă вĕçлесе лейтенант çарти хисепе тивĕçнĕ.

Вĕçевçĕ хĕсметне Циблиев Германири совет çарĕсен 296-мĕш истребитель полкĕнче пуçланă. Унта, 1976 çулхи çурла уйăхĕнче «3-мĕш класри вăрçă вĕçевçи» квалификацине тивĕçнĕ. Çав çулах, чӳк уйăхĕнче Циблиева 85-мĕш Гварди аваиаци истребитель полкне куçарнă, унта çурла уйăхĕнче «2-мĕш класри вăрçă вĕçевçи» квалификацине тивĕçнĕ, 1979 çулхи çу уйăхĕнче — «1-мĕш класри вăрçă вĕçевçи» квалификацине тивĕçнĕ. Кĕçех Циблиев сыпăк командирĕ пулса тăнă.

1980 çулхи чӳк уйăхĕнче Василий Циблиев Совет Пĕрлешĕвне тавраннă та Одесса вăрçă тăрăхĕнче, 161-мĕш авиаци полкĕнче сыпăк командирĕ вырăнĕнче хĕсмете тăснă. 1982 çулта унăн сыпăкĕ полкра чи матурри пулса тăнă, Циблиева «Вĕçевçĕ-инструктор» квалификацине панă. 1983 çулхи чӳк уйăхенче Василий Циблиева авиаэскадрилья командирĕ çумĕ пулса тăнă. Полкри чи лайăх вĕçевçĕсем шутĕнчи Василий Циблиева 1984 çулта Мускав облаçĕнчи Монинăри Хĕрлĕ Ялавлă Юрий Гагарин ячĕллĕ вăрçă-сывлăш академине командирсен факультетне вĕренме янă. 1987 çулхи утă уйăхĕнче вĕренĕве вĕçлесен Циблиев «Командно-штабная оперативно-тактическая авиация» специальноçĕпе хĕрлĕ дипломне тивĕçнĕ.

1987 çулхи пушăн 26-мĕшĕнче Космонавта суйлакан ведомствăсем хушшинчи комисси Василий Циблиева СÇВ КХЦ космонавтсен тĕкĕртне каймашкăн рекомендаци панă. 1987 çулхи утăн 23-мĕшĕнче СÇВ ТÇ тапăчĕпе Циблиева СÇВ КХЦ космонавт пулмашкăн кандидита тăратнă. 1987/раштав — 1989/утă пĕрлехи космос хатĕрленĕвне хутшăннă та вĕçлесен «Космонавт-хăтланавçă» квалификацине тивĕçнĕ. ПКХ программинче парашютпа сикме те хăнăхтарнă. 1990 çулăн пуçламăшĕнче Циблиева «Парашютпа десантланăвне хăнăхтаракан инструктор» увалификацине панă. ПКХ хыççăн Василий Циблиев космоса ушкăнпа вĕçсе хăпарма ОС «Мир» вĕреннĕ.

1992 çулхи юпа уйăхĕнче Василий Циблиев космоса вĕçмешкĕн ЭО-13 программипе Юрий Владимирович Усачевпа пĕрле иккĕмĕш экипаж командирĕ пулмашкăн хатĕрленме тытăннă. 1993 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче «Союз ТМ-16» КК командирĕн Геннадий Михайлович Манаковăн дублĕрĕ пулнă.


  • Арăмĕ — Лариса Ивановна.
    • Ывăл — Василий (1978)
    • Хĕрĕ — Виктория (1983).
Тулаш ӳкерчĕксем
Генерал-лейтенант В. В. Циблиев в парадном кителе с планками наград

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • И. А. Маринин, С. Х. Шамсутдинов, А. В. Глушко (составители) Советские и российские космонавты. 1960—2000 / Под редакцией Ю. М. Батурина. — М.: ООО Информационно-издательский дом «Новости космонавтики», 2001. — ISBN 5-93345-003-0

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]