Леонид Филатов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Леонид Алексеевич Филатов |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1946, раштав, 24 |
Çуралнă вырăн: | Хусан, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 2003 юпа, 26 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав |
Гражданлăх: |
![]() ![]() |
Професси: | XX ĕмĕрти совет/раççей актёрĕ, режиссёрĕ, сценарисчĕ, сăвăçĕ, драматургĕ, публицисчĕ, телеертӳçи |
Карьера: | 1969—2003 |
Леонид Алексеевич Филатов (24.12.1946, Хусан, Тутар АССР, ССРП — 26.10.2003, Мускав, РФ) — совет/раççей театрпа кино актёрĕ, кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ, драматургĕ, поэчĕ; Раççей Федерацин халăх артисчĕ (1995)[1], РФ патшалăх премин лауреачĕ (1996)[2].
Леонид Филатов 1946 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче Хусанта (Тутар АССР) çуралнă. Вырăс. Ашшĕ — Алексей Еремеевич Филатов, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, сержант, 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕн кавалерĕ[3] (1914—1982); амăшĕ — Клавдия Николаевна Филатова (1923—2007).
Килйыш тăтăшах куçса çӳренĕ — ашшĕ радист пулнă та чылай вăхăта экспедицисенче ирттернĕ. Леонид ачалăхĕ Пензăра иртнĕ. Çичĕ çул тултарсан, ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă, вара ача ашшĕпе пĕрле Ашхабада тăванĕсем патне куçса кайнă. Каярах амăшĕ ӳкĕтленипе Леонид Пензăна таврăннă. Кăштах 8-мĕш класра тата 9-мĕш класра вăл 6-мĕш №-лĕ шкулта вĕреннĕ, кайран каллех ашшĕ патне Ашхабада куçса кайнă.
Шкула вĕреннĕ чухнех ашхабадри хаçатсенче пичетленнĕ. Çав тапхăртах театр студине çӳренĕ.
1965 çулта аттестат илсенех Леонид Филатов Мускава ВГИКăн режиссёр факультетне вĕренме кĕмешкĕн килнĕ. Хăтланăвĕ ăнăçсăр пулнă, вара Леонид, юлташĕн канашĕпе Щукин училищине актёр факультетне экзамен тытнă та ăна Вера Львовăпа Леонид Шихматовăн курсне лекнĕ[4]. 1969 çулта театр училищинче вĕренсе тухнă.