Егоров Александр Ильич | |
выр. Александр Ильич Егоров | |
Чӑн ят | выр. Александр Ильич Егоров |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 13 (25) юпан 1883[1] |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1939 çулхи нарăс, 23-мĕшĕ[2] (55 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Арăмӗ | Галина Антоновна Егорова[d][3] |
Чыславсемпе парнесем | |
Медиафайлы на Викиампар |
Алекса́ндр Ильи́ч Его́ров (1883—1939) — Граждан вăрçин çарпуçĕсем, Штабăн тата РÇХÇ Тĕп штабĕн пуçлăхĕ, Совет Союзĕн пĕрремĕш Маршалĕсенчен пĕри (1935). 1939 çулти нарăс, 23 персе пăрахнă. Таса ята пуш, 14 1956 тавăрнă.
1883 çулхи юпан 13-мĕшĕнче (юпа, 25) Бузулукра çуралнă. Хусанти пехота юнкер училищинче 1905 çулта вĕренсе тухнă. Император çарĕннче хĕсметре тăнă, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă, кĕçĕн полковник, кайран полковник хисепĕпе полка ертсе пынă.
ĔÇХÇ йышне 1917 çулхи райтав уйăхĕнче кĕнĕ. Хĕрлĕ Çара офицерсене суйласа илнĕ, тыткăна лекнĕ тата тарса килнĕ çынсен ĕçĕсемпе хăтланнă, 1918 çулхи çурла уйăхĕнче граждан вăрçинче çарсемпе фронтсемпе командăланă (сăмахран, Самарпа Царицын патĕнче çапăçнă), кайран совет-поляк вăрçине хутшăннă.
1924—1925 çулсенче Украинăпа Крымăн хĕçпăшаллă вăйĕсен çарпуçĕ пулнă, 1926 çулчен Китайра вăрçă атташи, 1927—1931 çулсенче Беларуç вăрçă тăрăхне ертсе пынă. 1931—1937 çулсенче — ĔÇХÇ Штабĕн, кайран Тĕп штабĕн пуçлăхĕ.
Малтанах Егорова 1937 çулта иртернĕ çар çыннисен хушшинче иртернĕ тасатусем тĕкĕнмен; Граждан вăрçи вăхăтĕнче Сталинпа тата Будённыйпа пĕрле ĕçлени пулăшнă, пулас. Çапах та çав çулăн вĕçĕнче ăна Кавказ лешьен вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕ пулма янă та 1938 çулхи пушăн 27-мĕшĕнчен аресленĕ, ордерне пĕр уйăх каярах çеç панă [1].
«Шпионаж ĕçне тунăшăн, терактсене хатĕрленĕшĕн тата р.-х. йĕркеленĕве хутшăннăшăн» аресленĕ; унăн ĕçне вăрах тĕпченĕ, анчах та Ежова ĕçĕсене Берия йышăнсан, пуçилӳ ĕçĕсене хăвăртрах пăхса тухнă, Егорова, Совет Çарĕн кунĕнче — 1939 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче айăпласа персе пăрахнă. Дон çавине çунтарса пытарнă.
1956 çулхи пушăн 14-мĕшĕнче репрессиленĕ çарпӳçĕсенчен пĕрремĕш йышĕнче таса ята тавăрнă.
Совет Союзĕн Маршалĕсем | ||
---|---|---|
Ворошилов • Тухачевский1,2 • Будённый • Егоров • Блюхер • Тимошенко • Кулик1,2 • Шапошников • Жуков • Василевский • Сталин • Конев • Говоров • Рокоссовский • Малиновский • Толбухин • Мерецков • Берия1 • Соколовский • Булганин1 • Баграмян • Бирюзов • Гречко • Ерёменко • Москаленко • Чуйков • Захаров • Голиков • Крылов • Якубовский • Батицкий • Кошевой • Брежнев • Устинов • Куликов3 • Огарков • Соколов3 • Ахромеев • Куркоткин • Петров3 • Язов3 1 Хисепе çухатнисем 2 Хисепе тавăрнисем 3 Халĕ пурăнакансем |
Шаблон:Раççейри граждан вăрçи çарпуçĕсем