Вера Глаголева | |
![]() | |
Çуралнă чухнехи ят: | Вера Витальевна Глаголева |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1956, кăрлач, 31 |
Çуралнă вырăн: | Мускав, РСФСР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2017, çурла, 16 |
Вилнĕ вырăн: | Баден-Баден, Баден-Вюртемберг, Германи |
Професси: | XX, XXI ĕмĕрсенчи совет, раççей актриси, режиссёрĕ, сценарисчĕ, XXI ĕмĕрти раççей продюсерĕ |
Карьера: | 1975—2017 |
Ве́ра Вита́льевна Глаго́лева (кăрлач, 31 1956, Мускав, СССР — 2017, çурла, 16, Баден-Баден, Баден-Вюртемберг, Германи) — совет тата раççей театрпа кино артисчĕ, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ (1996).
Вера Глаголева, вăтам шкулран вĕренсе тухсан, артист пуласа шухăшламан та. Çамрăк чух вăл ухăран пересипе спорт ăсти шайне çĕкленсе Мускав чысне яш ушкăнĕнче хӳтĕленĕ.
Кинора Вера Глаголева шкулта вĕренсе тухсанах, 1974 çулта, кинофильм ытамне çакланать. Ăнсăртран «Мосфильма» кĕнĕскерне «На край света» фильмне выляма чĕнеççĕ. Сима рольне Глаголева ним хатăрленмесĕрех ӳнерлет.
«Ку „На край света“ ӳнер ĕçĕ пулчĕ, — аса илет Вера, — фильма Родион Нахапетов Виктор Розов сценарипе хевтелет. Сима ятлă хĕрача ролĕ. Хумхантаруллă сăнар, вăл хăйĕн юрату телейĕшĕн кĕрешет. Ӳнер маншăн питĕ хаклă, мĕншĕн тесен вăл манăн дебют, — мана сумлă, чаплă артистсемпе, Борис Андреевпа выляма май килчĕ».
Артист тата режиссёр Родион Нахапетов çамрăк Вера Глаголевăран 12 çул аслăрах пулнă. Кĕçех Вера Глаголева Нахапетова качча тухать те упăшкин пур лентисенче вылять: «Враги», «Не стреляйте в белых лебедей», «О тебе».
1977 çулта Глаголевăна Анатолий Эфросăн «В четверг и больше никогда» фильмĕнче Варя рольне выляма чĕнеççĕ. Артист паха хевтелени Эфрос кăмăлне çав тери каять те ăна Малая Бронная çинчи театăра ĕçлеме чĕнет. Вера Глаголева килĕшмест, кайран çакăншăн ӳкĕнет.
Пĕрремĕш упăшкипе Родион Нахапетовпа Вера Глаголевăн икĕ хĕрача — Анна тата Мария — çуралнă.
Аслă хĕрĕ Анна балерина пулса тăрать, Большой театрта ташлать. Ачалăхра вăл амăшĕпе пĕрле «Воскресный папа» фильмра вылянă. Çаплах «С ног на голову», «Русские в городе ангелов» тата «Тайна Лебединого озера» фильмсенче сăнар ӳнерленĕ.
Мария качча тахса АПШ-на куçса каять. Унта вăл компьютер графики шкулĕнчен вĕренсе тухать.
Нахапетовпа уйрăлсан Вера Глаголева Кирилл Шубский усламçăна качча тухать. Вĕсен Настя хĕрача çуралать.