1918 çулта Ильинский ХПСРО артисчĕ пулса тăрать. Каярах оперетта, «Летучая мышь», Теревсат, МХАТ, Пĕрремĕш патшалăх ача-пăча театрĕнче ĕçлет.
Хăйĕн ăстине Ильинский тĕрлĕ жанр хевтинче туптать, çапах та ытларах камит ролĕсенче палăрать: Селим («Гаремран вăрлани», Моцарт), Антонио («Фигаро авланни») тата урăххисем. Çак тапхăртах артистăн сцена çинчи илĕртӳлĕхĕ палăрать, унăн тулли туйăм хăпартланăвĕ, хевтеллĕ камит хорми йĕркине туртăнни сисĕнет, мастерство перевоплощения.
1920 çулта Ильинский РСФСР 1-мĕш, кайранМейерхольд ятне тивĕçтернĕ Театăрне ĕçе кĕрет, унта вăл 1935 çулчен ĕçлет.
1938 çултанпа Ильинский Малый театр ушкăнĕнче. Хлестаков сăнарне ӳнерлет, кайран Загорецкие («Горе от ума»), Счастливцева вылять.
Ильинскин чунĕ лирикăна, драмăна кăмăлланă, хăйĕн концертĕсенче артист этемĕн тарăн туйăмĕсене хайласа кăтартнă (илемлĕ сăмах ăсти XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче). Уйрăмах пултарулăх ĕçченĕн çак хаклавĕсем Л. Толстойăн «Отрочества» калавĕнчи Карл Иванович сăнарне тата Гоголĕн ĕçĕсенчи калавĕсенчи сăнарĕсене хайланă.
Ильинский эстрада репертуарĕнче ытларах Пушкинăн, Крыловăн, Щедринăн, Чеховăн ĕçĕсем пулнă. Ильинский концертсенче мимикăпа, витĕмлĕ ал вылявĕпе , кĕлетке куçăмпе усă курать.