Олег Меньшиков
2018 Çуралнă чухнехи ят:
Олег Евгеньевич Меньшиков Çуралнă вăхăт:
Чӳк, 8 , 1960 Çуралнă вырăн:
Серпухов , СССР Гражданлăх:
→ Професси:
актёр, театр режиссёрĕ Чыславсемпе парнесем:
Академи пальмисен орденĕн кавалерĕ
Раççей Федерацин халăх артисчĕ
IMDb :
ID 0579823
Оле́г Евге́ньевич Ме́ньшиков (1960 çулхи чӳкĕн 8-мĕшĕ , Серпухов , Мускав облаçĕ , СССР çуралнă) — совет тата раççей театрпа кино актёрĕ, театр режиссёрĕ, Раççей Федерацин халăх артисчĕ (2003 ), Раççей Федерацин Патшалăх парнин лауреачĕ (1995[ 1] , 1997[ 2] , 1999[ 3] ).
Олег Меньшиков çар инженерĕпе тухтăр çемьине çуралнă. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паркан тата мусăк шкулĕнче вĕренсе тухсан (1977 ) М. С. Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищинче , Н. Н. Афонин курсĕнче вĕренет. Театр училищине вĕçлесен 1981 çулта Малый театра ĕçе кĕрет.
Тепĕр çултан ăна Совет çарне кайма тивет, хĕсмете вăл Совет çарĕн Тĕп академи театрĕнче ирттерет. 1985 çулта Меньшиков Ермолова ячĕллĕ театрĕнче ĕçлет, унтах 1989 çулчен тăрăшать. 1995 çулта вăл хăйĕн театр компанине — «Юлташлăх 814» — йĕркелет[ 4] .
Ирĕклĕ актёр пулса тăрса, Меньшиков Петра Фоменко спектаклĕсенче (Калигула ролĕ — 1990 ç.), лондонри «Глобус» театрĕнче (Сергей Есенин ролĕ «Когда она танцевала» спектаклĕнче — 1991 ç.) вылять.
Фортепиано çинче вылять.
РФ Президенчĕн хутайĕпе Хисеп орденĕпе (чӳк, 8 , 2010 )[ 5] — тăван çĕршывăн синематограф ӳнерне пысăк ӳсĕм кӳнĕшĕн тата нумай çулсенчи пултарулăх ĕçĕ-хĕлĕшĕн .
«Кавказский пленник» (1996 ) фильмри рольшĕн — 1997 ç. Раççей Патшалăх парни [ 6] ;
«Кинотавр» фестивалĕн гран-при, арçын паха ролĕшĕн;
«Ника» професси кинематографи парни, арçын паха ролĕшĕн;
Тĕнчери «Балти ĕнчи» (1997 ç.) кинофестивалĕнче, арçын паха ролĕшĕн;
Раççейри ирĕклĕ «Триумф» парне — тăван çĕршывăн этеплĕхне паллă ӳсĕм кӳнĕшĕн (1996 ç.);
«Ылтăн Така» çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе — «Универсаллă актёра — синематографи ăру ертӳçне» (1996 ç.).
«Сибирский цирюльник» (1999 ) фильмри рольшĕн — 1999 ç. Раççей Патшалăх парни[ 7] .
1991 — «Когда она танцевала», Мартин Шерманăн пьесипе. Режиссёр: Роберт Алан Акерман — Сергей Есенин (Театр «Глобус» , Лондон ) Британ Академин Театр Ӳнерĕн Лоуренс Оливье ячĕллĕ парни, — «за выдающееся исполнение исполнение роли второго плана», 1992[ 9]
1992 — Н. В. Гоголĕн «Вылявçăсем» пьеси. Режиссёр: Далия Ибелгауптайте — Ихарев («Трайсекл» театрĕ, Лондон )[ 10]
1993 — «N» / «Нижинский», В.Нижинскин кун кĕнекисемпе, драма никĕсĕн авторĕ А. А. Бурыкин — Нижинский («БОГИС» театр агентстви)[ 11]
1994 — «Когда она танцевала», Мартин Шерманăн пьесипе. Режиссёр: Патрис Кербра - Сергей Есенин (Елиçей Уйăсенчи Камит театрĕ , Парис )[ 12]
2008 — «1900» моноспектакль, Алессандро Барикко повеçĕпе. Режиссёрсем: О.Меньшиков тата ур. («О.Меньшиковăн театр юлташлăхĕ») — Трубач , Новеченто тусĕ[ 13] [ 14] [ 15]
1980 — Жду и надеюсь
1981 — Родня — Кирилл
1982 — Покровские ворота — Константин Ромин
1982 — Полёты во сне и наяву — Алиса тусĕ
1983 — Поцелуй — поручик Мерзляков
1984 — Полоса препятствий — Владимир Межиров
1984 — Капитан Фракасс — Барон де Сигоньяк
1985 — Володя большой, Володя маленький — Владимир Салимович (Володя маленький)
1986 — Мой любимый клоун — Сергей Синицын
1986 — По главной улице с оркестром — Корольков Ф. С.
1986 — Михайло Ломоносов — Дмитрий Виноградов
1987 — Моонзунд — Сергей Артеньев
1988 — Брызги Шампанского
1989 — Жизнь по лимиту
1989 — Лестница — Владимир Пирошников
1990 — Яма — Лихонин
1998 — Дюба-дюба — Андрей Плетнёв
1994 — Утомлённые солнцем — Дмитрий
1996 — Кавказский пленник — Саня
1998 — Сибирский цирюльник — Андрей Толстой
1999 — Восток-Запад — Алексей Головин
1999 — Мама — Лёнчик
2003 — Последний свидетель
2005 — Статский советник — Эраст Петрович Фандорин
2006 — Золотой телёнок — Остап Бендер
2006 — Доктор Живаго — Юрий Живаго
2009 — Утомлённые солнцем 2 —Дмитрий Арсентьев (Митя)
2010 — О чем говорят мужчины — камео
1985 — Поезд вне расписания — Влад
1987 — Гардемарины, вперёд! — Александр Белов
1988 — Дорогая Елена Сергеевна — Володя
Шаблон:«Ника» парни паха арçын ролĕшĕн 1987—2000